Пятница, 03.05.2024, 00:14

Наш опрос
Оцените мой сайт
Всего ответов: 84
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0
Календарь
«  Февраль 2010  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728

Главная » 2010 » Февраль » 13 » Тăван шкул/Вĕрентекен çулталăкне халалласа/Алексей Михайлов
20:03
Тăван шкул/Вĕрентекен çулталăкне халалласа/Алексей Михайлов

Доска, компьютер, мел, пукан,
Сĕтел, проектор та экран –
Ку – шкул, пире ăс паракан,
Вĕрентекен, çын тăвакан.
 
Ку шкул вăл хăй пысăк çемье,
Учитель – иккĕмĕш анне.
Ун ачисем кунта нумай –
Пурне те юратать пĕр май.
 
Ача-пăча куллен чупать –
Шкула вăл питĕ юратать.
Кунта ăсталăха туптать,
Пуласлăха шанса тăрать.
 
Учитель лайăх вĕрентет,
Вăйне пĕрре те шеллемест.
Ăнланмасан – ăнлантарать,
Йывăр пулсассăн – пулăшать.
 
Шкул пĕтерсе тухса кайсан,
Кашни хăй вырăнне тупсан…
Çавах шкул асăмран тухмасть,
Вĕрентекен асран каймасть.
 
Кашни ача пурнăçĕнче,
Ун асĕнче те чĕринче
Юлать юратнă тăван шкул,
Пире пиллет вăл такăр çул.
 
Алексей Михайлов, 9б класс,
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ,
«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ
Ертÿçи – Михайлова З.П.
Просмотров: 588 | Добавил: alex-net | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *: