Среда, 15.05.2024, 09:51

Наш опрос
Оцените мой сайт
Всего ответов: 84
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0
Календарь
«  Февраль 2010  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728

Главная » 2010 » Февраль » 13
Пĕрремĕш учитель
Хисеплĕ, хаваслă.
Юратнă учитель
Ĕçчен те сăпайлă.

Пĕрремĕш учитель
Пит тăрăшуллă.
Юратнă учитель
Çирĕп вăй-халлă.

Пĕрремĕш учитель
Пире кăмăллать.
Юратнă учитель
Куллен ăс парать.

Пĕрремĕш учитель
Пире ыр сунать.
Юратнă учитель
Пиртен çын тăвать.

Пĕрремĕш учитель,
Унран хакли çук.
Юратнă учитель,
Сире манас çук.

Екатерина Семенова, 9б класс,
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ,
«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ
Ертÿçи – Михайлова З.П.
Просмотров: 484 | Добавил: alex-net | Дата: 13.02.2010 | Комментарии (0)

Хама вĕрентнĕ ыр çынна
Эп нихăçан та манас çук.
Вăл манăн иккĕмĕш анне –
Ман чĕререн вăл тухас çук.

Асрах-ха чи пирвайхи кун:
Учитель, класс, чечек çыххи.
Иртсе пырать халь кунран кун,
Шкул вăл маншăн ăс пуххи.

Кунта ман çывăх юлташсем,
Класс ертÿçи те тантăшсем,
Юратнă вĕрентекенсем –
Пире ыр çын тăвакансем.

Пурне те тав тăвас килет,
Ыр сăмахсем калас килет.
Шкул пурнăçĕ асра юлать.
Пĕлÿ ĕмĕрлĕхе пулать.

Полина Андрианова, 9б класс,
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ,
«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ
Ертÿçи – Михайлова З.П.
       

Просмотров: 499 | Добавил: alex-net | Дата: 13.02.2010 | Комментарии (0)

Доска, компьютер, мел, пукан,
Сĕтел, проектор та экран –
Ку – шкул, пире ăс паракан,
Вĕрентекен, çын тăвакан.
 
Ку шкул вăл хăй пысăк çемье,
Учитель – иккĕмĕш анне.
Ун ачисем кунта нумай –
Пурне те юратать пĕр май.
 
Ача-пăча куллен чупать –
Шкула вăл питĕ юратать.
Кунта ăсталăха туптать,
Пуласлăха шанса тăрать.
 
Учитель лайăх вĕрентет,
Вăйне пĕрре те шеллемест.
Ăнланмасан – ăнлантарать,
Йывăр пулсассăн – пулăшать.
 
Шкул пĕтерсе тухса кайсан,
Кашни хăй вырăнне тупсан…
Çавах шкул асăмран тухмасть,
Вĕрентекен асран каймасть.
 
Кашни ача пурнăçĕнче,
Ун асĕнче те чĕринче
Юлать юратнă тăван шкул,
Пире пиллет вăл такăр çул.
 
Алексей Михайлов, 9б класс,
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ,
«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ
Ертÿçи – Михайлова З.П.
Просмотров: 589 | Добавил: alex-net | Дата: 13.02.2010 | Комментарии (0)

Пĕрремĕш хут ача шкула килет,
Пĕрремĕш хутчен вăл класа кĕрет,
Пĕрремĕш учитель савăнса пăхать,
Пĕлÿ кунĕпе ăшшăн саламлать.
 
Хаваслă туйăм çуралать шкулта:
Кунта юлташсем, учитель умра –
Калать вăл, калать, кăшт кулса илет,
Ун ырă сăн-пичĕ пире килĕшет.
 
Пăхать вĕрентекен, пурне те сăнать,
Ун çепĕç сасси чуна ăшăтать.
Вăл пур ачана та ăс-хакăл парать.
Вăл пур ачана та пĕр пек юратать.
             
Анне пек сăпай вăл, анне пек ĕçчен,
Ыр çын тăвасшăн çунать вăл пиртен.
Кашнин валлиех ăш сăмахĕ çитет.
Куллен пирĕнпе тăрăшса вăл ĕçлет.
 
Сăмахĕ ун витĕмлĕ, тĕрĕс, паха.
Чĕрийĕ ун сисĕмлĕ, пуян, таса.
Таланчĕ ун пысăк, ĕмĕчĕ çутă –
Пуриншĕн те вăл хаклă, чыслă, ырă.
 
Нимпе виçме çук ун сумлă ĕçне,
Нимле сăмахпа тав туса пĕтерме:
Ун çутă сăнарĕ юлать чĕрере,
Ун ăслă сăмахĕ манпа – ĕмĕре. 

 

Марков Николай, 9б класс,                                        
«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ,Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ
Ертÿçи – Михайлова З.П.
Просмотров: 507 | Добавил: alex-net | Дата: 13.02.2010 | Комментарии (0)