Четверг, 02.05.2024, 18:23

Наш опрос
Оцените мой сайт
Всего ответов: 84
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0
Календарь
«  Февраль 2010  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728

Главная » 2010 » Февраль » 13 » Вĕрентекен/Учитель çулталăкне халаллатăп/Коля Марков
19:12
Вĕрентекен/Учитель çулталăкне халаллатăп/Коля Марков
Пĕрремĕш хут ача шкула килет,
Пĕрремĕш хутчен вăл класа кĕрет,
Пĕрремĕш учитель савăнса пăхать,
Пĕлÿ кунĕпе ăшшăн саламлать.
 
Хаваслă туйăм çуралать шкулта:
Кунта юлташсем, учитель умра –
Калать вăл, калать, кăшт кулса илет,
Ун ырă сăн-пичĕ пире килĕшет.
 
Пăхать вĕрентекен, пурне те сăнать,
Ун çепĕç сасси чуна ăшăтать.
Вăл пур ачана та ăс-хакăл парать.
Вăл пур ачана та пĕр пек юратать.
             
Анне пек сăпай вăл, анне пек ĕçчен,
Ыр çын тăвасшăн çунать вăл пиртен.
Кашнин валлиех ăш сăмахĕ çитет.
Куллен пирĕнпе тăрăшса вăл ĕçлет.
 
Сăмахĕ ун витĕмлĕ, тĕрĕс, паха.
Чĕрийĕ ун сисĕмлĕ, пуян, таса.
Таланчĕ ун пысăк, ĕмĕчĕ çутă –
Пуриншĕн те вăл хаклă, чыслă, ырă.
 
Нимпе виçме çук ун сумлă ĕçне,
Нимле сăмахпа тав туса пĕтерме:
Ун çутă сăнарĕ юлать чĕрере,
Ун ăслă сăмахĕ манпа – ĕмĕре. 

 

Марков Николай, 9б класс,                                        
«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ,Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ
Ертÿçи – Михайлова З.П.
Просмотров: 505 | Добавил: alex-net | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *: